Пушкӑрт халӑх сӑмахлӑхӗн ахах-мерченӗпе — «Урал батыр» эпоспа — халӗ чӑвашсем те киленме пултараҫҫӗ. Ӑна Ӗпхӳ хулинчи П.М.Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗн ӗҫченӗ Николай Дмитриев чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫ пирки Николай Васильевич акӑ мӗнле шухӑшлать: «Эпоса куҫарни мана пушкӑрт халӑхӗн чунне, философине ӑнланма, чӗлхин илемлӗхне туйса илме пулӑшрӗ. Куҫару ӗҫӗ тӑван чӗлхен пуянлӑхне уҫса пачӗ, икӗ халӑхӑн пӗр евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене асӑрхама пулӑшрӗ. Эпӗ оригинала тӗпе хурса ӗҫлеме тӑрӑшрӑм, сӑвӑ виҫисене те упраса хӑвартӑм. Манӑн ӗҫӗм пушкӑртсемпе чӑвашсене тата та туслӑрах пурӑнма, ҫывӑхланма май парасса шанас килет».
Николай Дмитриев асӑннӑ хайлава чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ. Эпоса кун ҫути кӑтартас тени 75 ҫулти «шур сухала» ҫӗнӗ техникӑна — компьютера — хӑнӑхма хистенӗ.
«Урал батыр» халиччен виҫӗ чӗлхепе — вырӑсла, турккӑлла, акӑлчанла — тухнӑ пулнӑ. Пушкӑртсен авалхи фольклор искусствин палӑкне тата этемлӗхӗн культура еткерне чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларма Николай Дмитриева Ӗпхӳ хулин общество аталанӑвӗн грантне тивӗҫни пулӑшнӑ.
«Халап хапха тӑрринче...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш пайӗ, хайлавсем йышӑнасси, вӗҫленчӗ.
Пурӗ 70 яхӑн хайлав ҫитрӗ. Ку пӗлтӗрхинчен сахалтарах, кризис алхасни сисӗнет-ши? :). Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пур районтан та хутшӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ пулӗ. Паллах, Пӑрачкав, Улатӑр районӗсене шута илмӗпӗр — конкурсӗ пирӗн чӑвашла. Уйрӑмах Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Вӑрмар, Канаш районӗнчен нумай хайлав килчӗ.
Ултӑ ӗҫе йышӑнаймарӑмӑр. Пӗри пӗлтӗрхи хайлава ярса панӑ (унпа вырӑн та йышӑннӑччӗ), теприсем е топонимсене ҫеҫ ӑнлантарса панӑ (ку ӑслӑлӑх конкурсӗ мар, литература ӑмӑртӑвӗ) е ӗҫе ярса панӑ чухне йӑнӑшсем тунӑ, пире кирлӗ информацие кӑтартман. Енчен те хутшӑнакан ни хӑш ҫулхине, ни класне палӑртман пулсан — пирӗн ӑна хӑш ушкӑна кӗртмелле тет?
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.).
Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ.
Пирӗн электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ икӗ пинрен иртрӗ!
Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Унтанпа ҫулталӑк ытла иртрӗ ӗнтӗ. Виҫӗ уйӑх каялла кӑна хайлавсен шучӗ пин ҫурӑ кӑначчӗ, унтанпа пилӗкҫӗр хайлав хушӑнчӗ! Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ пин те виҫҫӗр ытла. Ытти тӗслӗ жанрсем те пур: калав (240-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (80 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (16 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 6 повесть, 5 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 2 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати» тата «Таркӑнӗ»), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур. Пуян-и? Пуян.
Ҫак электронлӑ вулавӑш урлах эпир кӑҫал (пӗлтӗр те ирттерсе) литература конкурсне ирттеретпӗр. Вӑл «Халап хапха тӑрринче...» ятлӑ. Хайлавсене йышӑнас ӗҫ вӗҫнелле пырать ӗнтӗ — темиҫе кунран йышӑнма пӑрахӑпӑр. Вара хаклав пайӗ пуҫланать. Ярса панисем хушшинче интереслисем те тӗл пулаҫҫӗ.
Мускавран хурлӑхлӑ хыпар килчӗ — паллӑ тӗпчевҫӗн, Лия Сергеевна Левитскайӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Юпан 5-мӗшӗнче пытарӗҫ. Мускаври 4-мӗш хула пульницин моргӗ (Тула м., Павловский ур, 25 ҫ.) патӗнче 13 сехет тӗлне пухӑнмалла. Унтан автобус Хован масарӗ таран илсе ҫитерӗ, кайран РӐА чӗлхе пӗлӗвӗн иститутӗнче (44 к.) асӑну иртӗ.
Электронлӑ ҫырусене adybo@rinet.ru (РӐА академикӗ Дыбо Анна Владимировна) адреспа яма пултаратӑр.
Телеграмма ямалла адрес: 125009, Мускав, Мӑн Кисловский тӑкӑрлӑк, 1/12, Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ (125009, Москва, Б.Кисловский пер. 1/12, Институт языкознания).
Левитская Лия Сергеевна — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗ ҫумӗнчи Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗнчи тӗрӗк чӗлхисен секторӗн ӗҫченӗ. 1931 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23 Мускавра ҫуралнӑ.
Мускаври патшалӑх университечӗнче, СССР Ӑслӑлӑх академийӗ ҫумӗнчи пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1966 ҫулта «Чӑваш чӗлхин историллӗ фонетики» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
Юлашки чылай хыпар вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те тепер хыпар сире пӗлтерер. Вӑл та пуҫланнӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен III Интернет Педканашӗ пуласси ҫнчен пӗлтерет. Интернет Педканаш http://pedkanash.chuvash.org сайтра иртет. Ӑна Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, халӑх культурине, ҫавӑн пекех ытти предметсене вӗрентекенсем педканаша активлӑ хутшӑнасса шанатпӑр.
Сайт хӑнисем вӗсен канашлӑвне тишкерме пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗпе 19-мӗшӗ хушшинче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнче чӗлхе экспедицийӗ пулчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗ институчӗн Уралпа алтай чӗлхисен уйрӑмӗ тата халӑхсемпе чӗлхесен хутшӑнӑвӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ. Чӑваш Енрен ҫак ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ хутшӑнчӗ.
Ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак тӑрӑхри калаҫу чӑваш чӗлхин авалхи уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварнӑ. Чи малтан вӗсене Николай Иванович Ашмарин асӑрханӑ — «Говоры Козьмодемьянского уезда» (1898 ҫ.) статьяра тӗплӗн пӗлтернӗ.
Экспедицине А.В. Дыбо (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), О.А. Мудрак (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), И.В. Самарина (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.А. Сосаева (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.В. Кузнецов (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандилачӗ) килнӗ. Пухнӑ материала пуҫтарса вӗсем ушкӑнпа монографи кӑларма шутлаҫҫӗ.
Ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне килнисем Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗсене, Пушкӑрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, шкул тата вулавӑш ӗҫченӗсене, ҫаван пекех ӑслӑхӑл ӗҫне тума пулӑшнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Пирӗн сайтра вырнаҫнӑ электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ пин ҫурӑран иртрӗ!
Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Паллах, чӑвашла хайлавсем пирӗн сайтра унччен те вырнаҫнӑччӗ. Шел те, вики технологийӗпе меллӗ электронлӑ вулавӑша йӗркелеме май ҫукки курӑнчӗ — ҫаванпа та ятарлӑ сайт тума тиврӗ. Движокне те ятарлине хатӗрлемелле пулчӗ — хатӗррисем ытла та кӑткӑс, тата чӑваш литературин уйрӑмлӑхӗсене палӑртмаҫҫӗ. Ҫапла май пирӗн сайтра электронлӑ вулавӑш ҫуралчӗ те.
Унтанпа ҫулталӑк та иртрӗ темелле. Ӗҫне нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла. Ҫулталӑк хушшинче вулавӑш, каларӑм ӗнтӗ, 1 500 ытла хайлавпа пуянланчӗ. Калас пулать — вӗсенчен пин патнелле — сӑвӑсем. Ҫавах та ытти тӗрлӗ жанрсем те пур: калав (200-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (60 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (15 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 4 повесть, 4 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 1 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати», чӗрӗкне кӗртнӗ), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур.
Паян тӗнче тетелӗнче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Сайта икӗ чӗлхепе хатерленӗ — чӑвашла тата вырӑсла. Эсир кунта Комисси мӗн ӗҫӗпе ӗҫлени ҫинчен, вӑл хатӗрленӗ проектсемпе тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ытти документсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫак сайта уҫнӑ тӗле хатӗрленӗ сарӑма (раскладкӑна) та тупма пултаратӑр — унпа усӑ курса чылай программӑра чӑвашла пичетлеме май пур. Ыйтусем ҫуралсан — ятарлӑ формӑпа усӑ курса вӗсене комисси пайташӗсене пама пулать.
Сайт пурри Комисси пайташӗсене (вӗсен йышне сайтра тупайратӑр) лайӑхрах ӗҫлеме май парасса шанса тӑратпӑр!
Республикипе паллӑ Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал, раштав уйӑхӗнче, 20 ҫул пулать. Ҫак пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен премийӗпе 1990 ҫултан пуҫласа чысланӑ. Ку таранччен Нестер Янкас ячӗллӗ премине илнисен шучӗ 48 уйрӑм ҫынна тата 13 коллектива ҫитрӗ. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшине сарас енӗпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячӗллӗ премин пӗлтерӗшӗ паян кун та капашсӑр пысӑк. Вӑл литературӑпа искусствӑри вуншар ӗҫчене чыспа хисеп кӳрсе тӑрать, пултарулӑха аталантарма хавал парать, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет. Апла пулсан пурте пӗрле пуҫтарӑнса ҫак уява мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен шутламалла. Ҫак тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре Красноармейски район библиотекин вулав залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн конференцийӗ — аслӑ органӗн черетлӗ ларӑвӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |